Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнче «шкул ачисене хӑйсем пухнӑ пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма вӗрентес ӗҫре креативлӑ шухӑшлава аталантарасси пысӑк вырӑн йышӑнать» тесе шухӑшлаҫҫӗ. Креативлӑ шухӑшлава мӗнле тата мӗн тӗллевпе аталантармалла? Креативлӑ шухӑшлав чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшма пултарать-и? Ҫак ыйтусем тавра калаҫма чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен меслетлӗх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе хастар пайташӗсем чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӗренӳ институтне митап сессие пуҫтарӑннӑ.
Митап сессире вӗрентекенсем креативлӑ шухӑшлакансемпе тӗл пулнӑ. Сӑмахран. паллӑ чӑваш блогерӗ, «Контактра» тетелте «Чӑваш ТВ» блога ертсе пыракан Константин Доброхотов тухса калаҫнӑ, чӑвашлӑха Интернет уҫлӑхне кӑларас, ҫамрӑксен креативлӑхне аталантарас вӑрттӑнлӑхсене уҫса панӑ.
Тутарстанра кӑларса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илекенсен ҫӗвӗ машиниллӗ пулас шанчӑк пур.
Вылява хаҫата 2023 ҫулӑн 1-мӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнса илекенсен хушшинче йӗркелеме йышӑннӑ. «Сувар» ҫырӑн та ҫӗвӗ машинки санӑн! Хаҫат 30 ҫул тултарнӑ ятпа тата ытти хаклӑ парнесем!» акцие хутшӑнакансен ытти хаклӑ парнене те выляса илес шанчӑк пур.
«Сувар» хаҫата кашни ҫыхӑну уйрӑмӗнчех ҫырӑнма май пур. Ҫавӑн пекех хаҫатпа Раҫҫей почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлӑ килтен тухмасӑрах туслашма май килӗ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Трак енри шкулсенче вӗренекенсем (пурӗ 39 ача) чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион олимпиадине хутшӑннӑ. Ку хыпара Зинаида Михайлова «Контактра» пӗлтернӗ.
«Паллах, ыйтусене тӗрӗс хуравлама тӑван чӗлхепе литературӑна лайӑх пӗлни, юлашки ыйтура палӑртнӑ темӑна уҫса пама кашниех хӑйӗн шухӑш ҫӑмхине сӳтсе пырса сочинени ҫырса пама пултарни питӗ кирлӗ. Чӑваш чӗлхине юратса вӗренекен ачасем олимпиада ӗҫӗсене тӑрӑшса пурнӑҫлани, ытларах балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ята илни савӑнтарать», — хыпарланӑ Зинаида Михайлова.
Шупашкарта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли курс уҫӑлӗ. Ку хыпара хулари шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ.
Курса 1-мӗшпе 2-мӗш классенче тата 3-мӗшпе 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелеме палӑртнӑ. Уроксене чӗлхене пӗлменнисене чӗнеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине калаҫу мелӗпе йӗркелессине хыпарланӑ.
Заняти пӗчӗк ушкӑнсенче иртнӗ. Кашнинче — 5 ачаран ытла мар. Уроксене професси ӑсталӑхӗн тӗрлӗ конкурсӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ Ираида Матьянова (Телейпи) ирттерӗ.
Курса ҫырӑнас текенсене Александр Степанов е хӑйӗнпе, е Ираида Матьяновӑпа ҫыхӑнма сӗннӗ.
Нумаях пулмасть Красноармейски шкулӗнче «Тӑван ен культури» предметпа муниципалитет тапхӑрӗнчи регион олимпиади иртнӗ. Унта Трак енри шкул тапхӑрӗнчи олимпиадӑра ҫӗнтернӗ 21 вӗренекен хутшӑннӑ.
«Олимпиадӑна хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне, паллӑ ҫыннисене, пурлӑх культурине пӗлни, панӑ темӑпа эссе ҫырма пултарни питӗ савӑнтарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене республика шайӗнчи тапхӑрта хутшӑнма ҫивӗч ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатпӑр», — тесе пӗлтернӗ Зинаида Михайлова вӗрентекен «Контактра» тӗнче тетелӗнче.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнмӗ. Кун пирки хаҫатҫӑсем «Пӗр класрисем» тӗнче тетелӗнче хавхаланса пӗлтернӗ.
«Хаклӑ та савӑнӑҫлӑ хыпар — «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата сыхласа хӑварма пултартӑмӑр, паянтан пуҫласа ӑна 2023 ҫулӑн I ҫурри валли кирек хӑш почта уйрӑмӗнче ҫырӑнтарма пуҫлаҫҫӗ! Индексӗ П2262, хакӗ 430,38 тенкӗ. Ноябрь уйӑхӗнче почтальонпа тӗл пулма васкӑр. Ӗнтӗ хаҫат шӑпи сирӗн алӑра — йӑлтах тиражран килет малашлӑх», — хыпарланӑ юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ постра.
Чӑваш Енре ача-пӑча валли ҫыракансенсен алҫырӑвӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма тата вӗсен ӗҫӗсене килес ҫул кун ҫути кӑтартма хыснаран 200 пин тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ҫав укҫа виҫӗ ҫӗнтерӳҫе тивӗҫет.
«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн (Йӗлмелӗн) «Микки мыскарисем» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Автор 50 пин тенке тивӗҫӗ.
Юрий Исаевӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» алҫырӑвӗ «Вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире палӑрнӑ. Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.
Уйрӑмах хаҫат-журнал статйисен йышне ӳстермелле. Вӑл текстсем тем тесен те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче пысӑк пай йышӑнаҫҫӗ. Апла-тӑк, вӗсене ытларах кӗртмелле. Шел те, республикӑра тухакан чылай хаҫат хӑйсен тексчӗсене сайтсенче вырнаҫтармасть. Ытларах чухне вӗсем «вӗсене сайта вырнаҫтарсан пирӗн хаҫата кам ҫырӑнӗ» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вара купи-купипе вырӑсла текст вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен тиражне чакармасть пулас. Шел те капла ӗҫлени чӑваш чӗлхипе усӑ курнине чакарса та чакарса пырать.
Хаҫат статйисене шыракаланӑ май паян «Ҫутӑ ҫул» хаҫатӑн сайтне пырса кӗтӗм.
Чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем «Современная литература народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен хальхи вӑхӑтри литератури) антологие каллех кӗнӗ. Унта валли хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫыракан сумлӑ авторсен ӗҫӗсене суйласа илеҫҫӗ.
Асӑннӑ антологие пуҫласа 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Унччен ҫав ярӑмпа тӑватӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: «Проза», «Поэзия», «Детская литература», «Драматургия». Вӗсене те чӑваш атворӗсен хайлавӗсем кӗме тивӗҫ пулнӑччӗ.
«Художественная публицистика» (чӑв. Илемлӗ публицистика) тома 134 авторӑн вырӑсла куҫарнӑ хатӗрленӗ ӗҫӗсем лекнӗ. Вӗсен оригиналӗсене юлашки чӗрӗк ӗмӗте 45 наци чӗлхипе ҫырнӑ.
Чӑвашсенчен Денис Гордеевӑн «Язык – не игра», Алексей Леонтьевӑн «Как уничтожалось чувашское кулачество…», Лидия Филиппован «Сеспель – это душа нации» тата Юрий Исаевӑн «Партизан» тата «Безмолвие бабушки» хайлавӗсем кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |